Вӑрмар районӗнчи ял тӑрӑхӗсен специалисчӗсене выльӑх-чӗрлӗх йышне шутлама вӗрентнӗ. Тӗрӗсрех, ҫакна статистика хучӗ ҫинче тӗрӗс епле ҫырса пымаллине. Ҫакна ӑнлантарма республикӑн Ял хуҫалӑх министерствипе Патшалӑхӑн статистика комитечӗн террриторинчи органӗн ӗҫченӗсем таранах килсе семинар ирттернӗ. Ял тӑрӑхӗсен специалисчӗсене вӗсем статистика отчетне электронлӑ майпа пама та вӗрентнӗ.
Вӑрмар поселокӗн администрацинче вара Чӑвашстат специалисчӗсем Хуҫалӑх кӗнекине епле ҫырса пынине тӗрӗсленӗ, сӗнӳсемпе пулӑшнӑ.
Ҫак ятпа нумаях пулмасть ҫӗнӗ программа пурнӑҫа кӗме пуҫланӑ. Унӑн уссине Вӑрмар районӗнчи пӗр ҫамрӑк туйса-ӑнланса илнӗ ӗнтӗ — ара вӑл унпа килӗшӳллӗн технолог пулса ӗҫлеме вырнаҫнӑ-ҫке.
Алла тин ҫеҫ диплом илнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа паллакан-тӑвакан пулмасан ӗҫе вырнаҫма пӗртте ҫӑмӑл мар. «Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ» программа ҫук опыта ӗҫре пухма май парать иккен. 18–20 ҫулхи, ӗҫ опычӗ ҫук, ӗҫлӗх центрӗнче шутра тӑракан ҫамрӑксене унпа килӗшӳллӗн вӑхӑтлӑх вырӑнпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Ыран, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Григорий Моклаков ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Вӑрӑмах мар ҫак материалта унӑн юррисен ячӗсене асӑнса каймӑпӑр. Вӗсене вӑл 1956 ҫултах кӗвӗлеме пуҫланӑ. Унччен вара, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, тӑван Вӑрмар районӗнче окоп чавнӑ ҫӗрте бригадир та пулнӑ, пушар хуралӗн пуҫлӑхӗнче те тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑрать. Анчах ҫапӑҫу хирӗнче нумай пулаймасть вӑл. Сӗм суккӑр пулса тӑван киле таврӑнать. «Интернатрах юлас-и?» — тесе ыйтса ҫырса янӑ иккен вӑл госпитальте выртнӑ чух. Анчах ӑна тӑван килте чунтан кӗтнине пӗлтернӗ. Савнӑ хӗрӗ те ҫавнах систернӗ. Сӑмах май, мӑшӑрӗпе вӗсем 10 ача ура ҫине тӑратнӑ.
Тӑван ялта, Кавалта, ӑна клуб заведующине лартаҫҫӗ. Пулӑшуҫӑ пулма саккӑрмӗш класра вӗренекен Вася Долгова шанаҫҫӗ. 1950 ҫулта Григорий васильевич Мускав облаҫӗнчи Загорск хулинче музыка шкул-интернатне вӗренсе пӗтерет, баянист пулса тӑрать. Тӑван ялта вӑл пысӑк хор йӗркелет. 1952 ҫулта ӑна районти культура ҫуртне халӑхпа ӗҫлекен инструктор пулма куҫараҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫу кунӗсенче вӑйлӑ ҫумӑр та, хӑрушӑ аслати те, йывӑҫсене хуҫакан ҫил-тӑвӑл та пулчӗ. Вӗсем те пуль этеме шырлӑх нумаях кӳнӗ. Ҫапах та пӗр енчен пӗлтерӗшсӗр шӑрӑх кунсем ҫынна тата та нумайрах шар кӑтартнӑ. Хытӑ хӗртекен хӗвелтен тарса кӳлӗ таврашне кӗрсе нумайӑшӗ лӑпкӑллӑх шыраҫҫӗ, унта вара вӗсемпе тӗрлӗ пӑтӑрмахсем пулса иртеҫҫӗ.
Чӑваш Енри Раҫҫейӗн ИӖМ служби пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал республикӑра шыв-шур таврашӗнче пурӗ 29 инкек тухнӑ, вӗсенчен 24 ҫынӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Нумай чухне инкек шыва кӗме юраман вырӑнсенче ишекенсемпе тата «хӗренкеленнисемпе» пулать иккен.
— Паян, утӑн 16-мӗшӗнче, 11:30 сехетсенче Ҫӗмӗрле хулинчи «Статуй пӗвере» ҫын путса вилнӗ, — пӗлтереҫҫӗ ведомствӑра. — Путакан хӗрарӑм ишме юраман вырӑна ӳсӗрле кӗнӗ, ҫакӑ вара ӗнтӗ инкеке лекнӗ сӑлтавӗ пулнӑ та.
Иртнӗ эрнекун, утӑн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче 50 ҫулхи арҫын путса вилнӗ. Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, шыв-шурта вара Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмарта пурӑнакан 56 ҫулхи арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Республикӑра ҫак эрнере Раҫҫей шайӗнче иртекен маунтинбайкпа ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва Вӑрмар районӗнчи Мусирма ял таврашӗнче Алексей Трафимова асӑнса уҫнӑ.
Утӑн 13-14-мӗшӗнче Шупашкарта велочупу-маунтинбайкпа Раҫҫей кубокӗшӗн тӑваттӑмӗш этапӗ иртет. Спортсменсен ӑмӑртура хӑйсен маттурлӑхне икӗ дисциплинӑпа кӑтартмалла пулӗ: утӑн 13-мӗшӗнче — «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри», утӑн 14-мӗшӗнче вара 11:00 сехетре — профессионаллӑ велосипедистсем хушшинче «Кросс-кантри» олимп дисциплинипе вӑйлисене палӑртӗҫ.
Раҫҫей кубокӗшӗн ирттерекен ӑмӑртӑва утӑн 13-мӗшӗнче 10:30 сехетсенче уҫма палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ирттереҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче ял кунӗсене ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Шулхан ялӗнче пурӑнакансем вара ӑна чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Вырӑнти Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, авалхи йӑлана тытса кив шулхансем Сӗрен уявне те йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та унта халӑх йышлӑ пухӑннӑ.
Ҫынсене Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Г. Егоров, район администрацийӗн юридици пайӗн пуҫлӑхӗ Л.В. Степанов саламланӑ. Тата епле уяв юрӑ-ташӑсӑр ӗнтӗ вӑл? «Асамат» эстрада ушкӑнӗ ҫынсене савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Хаваслӑх пирки каласан, халӑхӗ хӑй те тунсӑхлӑн ларман-ха: спорт ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑннӑ.
Паян, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Энтрияль ял тӑрӑхне кӗрекен Ыхраҫырми (халь Шӑплат ялӗ) ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш поэчӗн, прозаикӑн, тӑлмачӑн, литература критикӗн, ӑслӑлӑх ӗҫченӗн, публицистӑн Анатолий Тимофеевӑн-Ыхран пултарулӑхне, ӗҫ-хӗлне сума-суса ҫӗнӗ мемориал хӑми уҫӑлнӑ. Асӑну палӑкне Анатолий Ыхра пурӑннӑ ҫурт-йӗр вырӑнӗнче лартнӑ.
Паянхи митинга Шӑплат ялӑн ҫыннисем, поэтӑн тӑванӗсем, юлташӗсем пухӑннӑ. Мемориал хӑмине уҫнӑ ҫӗрте районти администрацин йӗркелӳ ӗҫне тытса пыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов, культура, спорт тата архив ӗҫӗн пуҫлӑхӗ Ирина Дмитриева, Энтрияль тата Арапуҫ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем — Игорь Яковлевпа Александр Агеев килсе ҫитнӗ. Митингра Анатолий Ыхра пурнӑҫӗпе-пултарулӑхӗ ҫинчен нумай сӑмах хускатнӑ. Ӑшӑ сӑмахсемпе поэта аппӑшӗ — Альбина Сухан, арӑмӗ Дина Тимофеевна тата ывӑлӗ Атнер аса илнӗ. Мемориал хӑми патне асӑнма пуҫтарӑннӑ ҫынсем валли Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ИКЦ ҫумӗнчи «Санар» фолькор ансамблӗ пултарулӑх концертне кӑтартнӑ.
Тӗнче тетелне пӗрлехи патшалӑх экзамен ӗҫӗсене кӑларнӑ Вӑрмар районӗн хӗрӗ пирки эпир иртнӗ кунсенченех каланӑччӗ. Экзамен йӗркине пӑснӑ вунпӗрмӗш класс пӗтерекене Раҫҫей вӗренӳ министерстви кӑҫал аттестатсӑр хӑварма йышӑннӑ, вырӑс чӗлхипе экзамена ҫӗнӗ хут тытма вӑл тепӗр ҫул та ҫеҫ пултарӗ.
Ку лару-тӑру пирки Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗр ҫапларах ӑнлантарать: «Хальлӗхе хам ятӑма палӑртас килмест-ха. Ҫак ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленессе шанатӑп, кӑҫал аттестата алла илессе ӗненетӗп. Вырӑс чӗлхи экзаменне эпӗ пӗрремӗш классранах хатӗрленнӗ. Шкулта яланах «5» паллӑсемпе вӗренсе пынӑ».
Экзамен ӗҫне Вӑрмар хӗрӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ пулнӑ, анчах та пӗр-икӗ ыйту ӑна иккелентернӗ. «Килте тепӗр хут пӑхса тухам-ха ҫак ӗҫсене» тесе хӗр ӗҫе ӳкернӗ те хӑйӗн юлташне ярса панӑ пулнӑ. Юлташ хӗр вара унтан пулӑшу ыйтаҫҫӗ тесе ун патне килнӗ ӗҫе Тӗнче тетеле кӑларса хунӑ. Ку факта тӳрех тӗрӗслевҫӗсем курнӑ.
— Экзаменран таврӑнсан эпӗ ҫывӑрма выртрӑм. Тепӗртакран ман пата шӑнкӑравларӗҫ, шкула пыма хушрӗҫ. Ҫак ӗҫ-пуҫ мана хама та, аннепе аттене те кулянтарать, — каласа парать пӑтӑрмаха лекнӗ хӗр.
Вырӑс чӗлхипе пӗрлӗхи патшалӑх экзаменне тытнӑ чухне Вӑрмар хӗрӗ экзамен ӗҫне Тӗнче тетелне кӗртни ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Паян вара Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрерствинче хӗрӗн шӑпине татса панӑ пулнӑ. Экзамен йӗркине пӑснӑшӑн унӑн вырӑс чӗлхипе пурнӑҫланӑ экзамен пӗтӗмлетӗвесене шута илмӗҫ. Ҫапла вара шкул вӗренсе тухнине ҫирӗплетекен аттестата кӑҫал хӗр алла илеймӗ. Вырӑс чӗлхипе экзамена вӑл тепӗр ҫул ҫеҫ тытма пултарӗ.
Министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ хӗр шкулта япӑх мар вӗреннӗ, экзамен ӗҫне те хӑйӗх пурнӑҫлама пултарнӑ. Анчах та экзаменӑн ҫирӗп йӗркине пӑснӑшӑн вӗренӳ министерстви хӗре шанӑҫ пама шутламан.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ пирки хыпарланӑ чух эпир «Ҫырса илме йывӑр пулӗ» тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та йӗркене пӑсакансем Чӑвашра та тупӑннӑ-мӗн. Ун пек пӑтӑрмах Вӑрмар районӗнче пулнӑ. Унта тӗрӗслевпе хаклав материалӗсене Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ тӗслӗхе асӑрханӑ. Ҫавӑн пек хӑтланнӑ хӗрӗн ӗҫне халӗ пӑрахӑҫласси пирки сӑмах пырать.
Асӑрханӑ ытти ҫитменлӗх пирки каласан, Комсомольскинчи вӑтам шкулта экзамен хыҫҫӑн материалсене кӑлтӑкпа пухнине палӑртнӑ. Теприсем карас телефонӗпе усӑ курнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ иккен. Экзамен бланкӗсене чылай ҫӗрте ӑна тытакансемсӗрех шутлани те йӗркене пӑсни шутне кӗрет. Шупашкарти 18-мӗш лицейре экзамена вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленӗ. Хальлӗхе ҫакнашкал кӑлтӑксем паллӑ, патшалӑх экзаменӗсем вӗҫленнӗ тӗле вӗсен йышӗ нумайланма та пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |